Усăллă тӗлпулу.

Вӑрнарти пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан 2-мӗш вӑтам шкулта вырăс шкулĕнче чăваш чӗлхипе литературине вĕрентекенĕсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Вĕрентекенсем паянхи кун вырăс шкулĕнче ĕçлекен учительсем умĕнче тăракан тĕллевсемпе, тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсемпе паллашрӗҫ, ачасен пӗлӗвне тӗрӗслесе хаклас ыйтусене тишкерчĕç.

Ильина Ольга Владимировна хӑнасене уҫӑ урока чӗнчӗ. Урок «Хӗл илемӗ» темӑпа иртрӗ. Урокра ачасем чӑвашла калаҫрӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ, диалог турӗҫ. «Хӗлле» сӑмахпа синквейн ҫырчӗҫ. Ачасем вĕрентекенсем вырӑнче пулса предложенири йӑнӑшсене тӱрлетрӗҫ. Хӗллехи ҫанталӑк питӗ илемлӗ, вӑрманта уҫӑлса ҫӱрени сывлӑхшӑн усӑллине, ҫынсен ҫут ҫанталӑка упрамаллине ҫирӗплетсе хӑварчӗҫ.

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем  ҫак тӗлпулу пуриншĕн те усăллă иртнине палăртрĕç.