Анне кунĕ

Анне! Çак ят чи çывăх, чи чаплă çĕр çинче.

Пурăнать вăл ĕмĕр сывă кашни çын чĕринче.

А.Воробьёв

 

 

Анне… Кашни  çыншăн  мĕн тери хаклă та çывăх çын! Анне  яланах  санпа юнашар  пулма тăрăшать, кирлĕ канашсем  парать, йывăр самантсенче пулăшать.

Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2- мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Анне кунĕ валли парнесем ăсталарĕç. Открыткăсем çине салам сăмахĕсене тăван чĕлхепе  çырчĕç.

Кашни  ача хăйĕн амăшне чĕререн юратнине çирĕплетсе пачĕ.