Тăван вучах – тăван чĕлхе.

Чăваш чĕлхи эрнине халалласа Вăрнарти  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  2 – мĕш вăтам шкулта тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Шкул библиотекинче «Жизнедеятельность И.Я.Яковлева как пример служения родному народу» кĕнекесен куравĕ пулчĕ. Классенче И.Я.Яковлева  халалланă класс сехечĕсем иртрĕç.      

Кĕçĕн классенче вĕренекенсем те  уява хастар хутшăнчĕç. 4- мĕш «В» класра вĕренекенсем «Кай, кай Ивана» чăваш ташшипе савăнтарчĕç. «Качака» ятлă чăваш вăййи пурне те выляма чĕнчĕ. 3 – мĕш «В» класс хатĕрленĕ «Кам – ши кĕнĕ пахчана?» инсценировка  пурне те  шута ячĕ. Ачасем кашни хăйĕн рольне артистсем пек вылярĕç.

Музыка урокĕсем те хаваслă иртрĕç. Ольга Николаевна чăваш  музыкин кун – çулĕпе паллаштарчĕ, ачасем  «Чăваш  музыки» темăпа ÿкерчĕксем турĕç.

Чăваш чĕлхи эрни тухăçлă, хаваслă иртрĕ.

Тăван анне чĕлхине манас марччĕ, тăрăшса пĕрле вĕренесчĕ.