Иван Яковлевич Яковлев калавĕсем тăрăх тунă инсценировкăсемпе ÿкерчĕксем.

Яковлев Иван Яковлевич  ачасем валли калăпĕшĕпе пысăках мар калавсемпе юмахсем çырнă. Хăйĕн хайлавĕсене çырнă чухне  вăл халăх  сăмахлăхĕпе анлă усă курнă.

Пирĕн шкулăн 5 - мĕш класс вĕренекенĕсем Иван Яковлев калавĕсемпе паллашрĕç. Килĕшнĕ калавсем тăрăх  ÿкерчĕксем турĕç, инсценировкăсем кăтартрĕç. Калавсенчи сăнарсем -  ачасем е çитннĕ çынсем, чĕр чунсем. Иван Яковлев калавĕсене вулани тата вĕcем тăрăх ÿкерчĕксем, инсценировкăсем  туса çирĕплетни ачасене халăх йăли-йĕркине хисеплеме, тăван халăха юратма, сăпайлă пулма, туслăха упрама вĕрентет.