И.Я.Яковлев – чăваш улăпĕ.

Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче Вăрнарти Тĕп библиотека ĕçченĕсем пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2 - мĕш вăтам шкулта хăнара пулчĕç. Вĕсем 7 - мĕш «В» класра вĕренекенсемпе И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен калаçрĕç.

И.Я.Яковлев чăваш çырулăхĕшĕн, наци чĕлхи аталанăвĕшĕн, халăх культуришĕн пысăк ĕç тунă, нумай вăй хунă.

Ачасем «Иван Яковлевич Яковлев – чăваш культурин патриархĕ» презентаципе паллашрĕç. Тухса тăнă ыйтусем çине хуравсем тупрĕç. И.Я.Яковлев пире тăван чĕлхене юратма, тăван халăха хисеплеме вĕрентнĕ.Унăн ячĕ, ĕçĕсем вилĕмсĕр, вĕсем чăвашăн чун – чĕринче упранаççĕ.

Çак  тĕл пулу пурне те килĕшрĕ.