«Эпир И.Я.Яковлев мᾶнукẽсем»

Ака уйӑхӗн 18- мӗшӗнчен пуçласа ака уйӑхӗн 25- мӗшӗччен Вӑрнарти иккӗмӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи эрни пырать. Çавна май  ака уйӑхӗн 19 – мӗшӗнче  6 классем  хушшинче «Эпир И.Я.Яковлев мӑнукӗсем» вӑйӑ-ӑмӑрту  иртрӗ. Вӗренекенсем тӑван енпе, паллӑ ҫынсемпе çыхӑннӑ тӗрлӗ ыйту çине хуравларӗç.  Чӑн та, вӗренекенсемшӗн хӑш-пӗр ӗç йывӑр пулни курăнчӗ. Ҫапах та вӗсем йывӑрлӑхран хӑрамасӑр пур ыйтӑва та шӗкӗлчесе тупрӗҫ. Хĕрÿ   ӑмӑртура  6 Б класра вӗренекенсем (14,5 б ) пуринчен те маттуррисем пулчӗç. Вĕсем 1- мéш вырӑн йышӑнчӗç. 6 В класс (13,5 б ) 2 – мӗш вырӑна, 6 А (12,5 б) 3- мӗш  вырӑна тивӗçрӗç. МАТТУРСЕМ!!!