Чӑваш чӗлхипе литература эрни

Вăрнар посёлокĕнчи 2 – мӗш вӑтам шкулта ака уйӑхӗн  18- мӗшӗнче  Чӑваш чӗлхи эрни уçӑлчӗ. Ăна эпир Раçҫей Федерацинчи Чӑваш Республикинчи «И.Я  Яковлев çулне» халалларӑмӑр. Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем хушшинче И.Яковлев ячӗ чи паллисенчен пӗри. Тӑван халӑха валли ҫырулӑх хывса хӑварнисӗр пуҫне вӑл уҫнӑ Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ литературӑпа культура, искусство ҫыннисене хатӗрленипе те сӑваплӑ. И.Я.Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук». Унӑн «Халалӗ» вара пирӗн ӑрӑва хӑварнӑ ырӑ сунӑм пулса тӑрать.