Çăварни.

Вăрнарти 2 – мĕш  шкулта 7- мĕш  «в» класра вĕренекенсем «Çăварни» уявĕпе саламларĕç. Уявра çăварни çинчен  юрăсем, сăвăсем, такмаксем янăрарĕç  Николаева Ольга Николаевна калакан баян сасси пурне те уява чĕнчĕ.

 

И çăварни, çăварни!

Çăвар тулли икерчи,

Кĕсье тулли премĕкĕ,-

Ма çăварни теес мар.

Ача –пăча, вăранăр! Çăварни çитрĕ – çу çитрĕ.

 

Хĕр ачасем ташлакан чăваш ташши те пурне те килĕшрĕ. «Çăпаталла» выляр – и? Манăн çăпата ялан пĕрле»,- чĕнчĕ вăййа Ванюк. Тутлă икерчĕпе те хăналарĕç ачасем. Уява илемлетнĕ лаша та вирхĕнсе кĕчĕ, ачасем  çăварни карчăкки çинчен те манман. «Çăварни карчăкĕ! Тутлăхлă пул! Чипер кай! Чире-чĕре  илсе тухса кай!»

 

Эх, çăварни, çăварни…

 Юрă-ташă кăларни

 Çуркуннене чыслани.

Хĕле ĕçсĕр хăварни!

Асаттесен пилĕпе

Атте-анне пехилĕпе

Пурăнар-ха, тăвансем,

Асран кайми, чăвашсем!

 

Уяв пурне те килĕшрĕ! Чăваш халăх йăли- йĕркине манар мар.