Чăваш чĕлхи эрни вĕçленчĕ

Чăваш чĕлхи эрнине халалласа ака уйăхĕн 18 – мĕшĕнчен пуçласа 25 – мĕшĕччен Чăваш Республикипех тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.

Вăрнарти  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  2 – мĕш вăтам шкулта та чăваш чĕлхипе литература  эрни тухăçлă, хаваслă иртрĕ. Ҫак кунсенче ачасем  шкул библиотекине йышлӑн ҫӱрерӗҫ. Кунта вӗсем «Ҫӗр пин юрӑ ҫӗр – шывӗ» кӗнекесен куравӗпе паллашрӗҫ. И.Я.Яковлев калавӗсене тепӗр хут аса илчӗҫ. Хӑйсене килӗшнӗ калавсем тӑрӑх ӱкерчӗксем турӗҫ. Ҫамрӑк ӱнерҫӗсем тӑрӑшса ӱкерчӗҫ.

5 – мӗш класра вӗренекенсем хушшинче «Тӑван кил-ӑшши  – атте-анне ӑшши» сӑвӑ вулакансен тупӑшӑвӗ иртрӗ. Ачасем чӑваш поэчӗсен Экологи тата Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулталӑкне халалласа ҫырнӑ сӑввисене вуларӗҫ. «Ҫӑлтӑрчӑк» фольклор ушкӑнӗ кӗҫӗн класра вӗренекенсем патӗнче хӑнара пулчӗ. Вӗсем «Выртмара» музыкӑллӑ композици кӑтартрӗҫ. Кунта чӑваш юррисем, чӑваш такмакӗсем шӑранчӗҫ.  6 – мӗш классем хушшинче «Ҫут ҫанталӑка сыхласа ҫын хӑйне сыхлать» вӑйӑ – ӑмӑрту иртрӗ. Вӗренекенсем чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ыйту ҫине хуравларӗҫ. «Мӑн кун уявӗ» инсценировкӑна та куракансем хаваспах курчӗҫ.  Ачасемпе вӗрентекенсем «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие активлӑ хутшӑнчӗҫ.

Пурне  те пысăк тав. Малашне те чăваш чĕлхине тăрăшса, юратса вĕренер.