Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ – Чӑваш чӗлхи кунӗ

Ака уйӑхӗн 25 – мӗшӗнче, пирӗн тӑван халӑхӑмӑр Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать. Вӑрнарти пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан 2 - мӗш вӑтам шкулта та ҫак уява паллӑ турӗҫ. Шкулта чӑваш юррисем, сӑввисем янӑрарӗҫ.

Николаева Ольга Николаевна музыка урокӗсенче чӑваш халӑх культурипе паллаштарчӗ. Уроксенче Чӑваш Гимнӗ янӑрарӗ, «Илемлӗ», «Линкка-линкка» юрӑсене те аса илчӗҫ. Хальхи чӑваш эстрада юррисене те ачасем хаваспах юрларӗҫ.Хӗр ачасем тухъя, хушпу тӑхӑнса пӑхрӗҫ. Вӗсем ҫинчи чӑваш тӗррисемпе паллашрӗҫ. Чӑваш тӗррине тума мӗнле тӗссемпе усӑ курнине, кашни тӗс мӗне пӗлтернине ҫирӗплетсе хӑварчӗҫ.

1-мӗш «В» класра вӗренекенсем Шупашкарти «Эревет» ансамбль концертне пӑхрӗҫ. Ачасене чӑваш ташши питӗ килӗшрӗ. Хӑйсем те класӗпех ташласа пӑхрӗҫ. Хӗр ачасем тухъя тӑхӑнса ташларӗҫ. Ташланӑ чух тухъя тенкисем чӑнкӑртатни вӗсене питӗ килӗшрӗ. «Пирӗн хӗр ачасем чӑваш тумӗпе татах та хитререх куранаҫҫӗ» - пӗлтерчӗ хӑйӗн шухӑшне Артём.

Уроксем питӗ интереслӗ, хаваслӑ иртрӗҫ. Ачасем чӑваш культурипе кӑсӑкланни вӗрентекене савӑнтарчӗ.

Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ уяв пурне те камӑла кайрӗ.