Выртмара

Вӑрнарти пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан 2 – мӗш вӑтам шкулта «Ҫӑлтӑрчӑк» фольклор ушкӑнӗ йӗркеленӗ.

Ҫамрӑк артистсем кӗҫӗн класра вӗренекенсем патӗнче хӑнара пулчӗҫ. Вӗсем «Выртмара» музыкӑллӑ композици кӑтартрӗҫ. Кунта чӑваш юррисем, чӑваш такмакӗсем шӑранчӗҫ. Хӗр ачасен ушкӑнӗ чӑваш ташшипе тыткӑнларӗ. Вӗсене ташлама Марков Станислав та пулӑшрӗ. Мӗнле уяв вӑйӑсӑр? «Хӑваламалла» та вылярӗҫ, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шырарӗҫ, «Хур кайӑк ҫулӗ» халап итлерӗҫ. «Выртмара» лаша пӑхакансем те пулчӗҫ.

Ҫамрӑк артистсем выляни куракансене питӗ килӗшрӗ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ. Уяв саванӑҫлӑ иртрӗ. Пурне те пысӑк тав!