Çамрâк сâвâçсен тупâшâвê

Ака  уйâхêн  20- мêшêнче  Вâрнарти  пêтêмêшле  вâтам  пêлÿ  паракан 2-мêш шкулта чâваш чêлхи вêрентекенê Христофорова Э.А. 5-мêш класра вêренекенсем хушшинче сâвâçсен тупâшâвне ирттерчê. Ачасем чâваш поэчêсен атте - анне çулталâкне халалласа çырнâ  сâввисене тâрâшса, чун-чêререн  хавхаланса  вуларêç, итлесе ларакансене  чâвашла илемлê вуласа тêлêнтерчêç. Çак тупâшâва  çамрâк вулавçâсем тâрâшса  хатêрленчêç, малти  вырâна йышâнма êмêтленчêç.

Тупâшура вырâнсене вêренекенсем  çакâн пек пайларêç:

1-мêш вырâн  – Фадеев Никита  5 «в» класс

                        Иванов Андрей  5«в» класс

2-мêш вырâн – Павлова Марина5«б» класс

                       Сергеева Карина 5 «б» класс

 3-мêш вырâн -- Григорьева Евгения  5 «а» класс

                        Фирсова Екатерина 5 «б» класс

                        Никитин Александр 5 «в» класс

                        Семёнова Валерия 5 «б»  класс 

Âнâçу сунар вырâс шкулêнче вêренекен  çамрâк сâвâçсене!