Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ.

2017-мĕш çулхи ака уйăхĕн 17- мĕшĕнче Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ.  Эрнене «Тăван чĕлхем – пин-пин хĕлхем» литмонтажран пуçларăмăр. Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем Чăваш чĕлхи кунĕн пĕлтерĕшĕ çинчен, И.Я.Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Вĕренекенсем чăвашсен паллă поэчĕсен тăван чĕлхе çинчен çырнă сăввисемпе паллашрĕç.

Çак эрне хушшинче ачасемпе И.Я. Яковлев калавĕсем тăрăх тунă ÿкерчĕксен конкурсне,  «Тăван кил-ăшши – атте-анне ăшши» сăвă вулакансен конкурсне, «Мăнкун уявĕ» инсценировкăна,  «Юратнă анне» калавсен конкурсне,  «Выртмара» концерта, Чăваш диктантне,  «Çут çанталăка сыхласа çын хăйне сыхлать» ăс-тăна аталантаракан вăйă-конкурсне ирттерме палăртнă.  «Çĕр пин юрă çĕр-шывĕ»  кĕнекесен куравĕ ĕçлĕ.