Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен ларăвĕ иртрĕ

— Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?

Мĕнле анне пире савса çуратнă,

Мĕнле атте ура çине тăратнă,

Мĕнле ăспа та хапăлпа эпир

Чăваш çĕрне таса чунпа юратнă?

 

— Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?

Ăçти тусан пирĕн ӳте хуратнă,

Ăçти шыв-шур пирĕн пите шуратнă,

Мĕнле çилпе те хĕвелпе эпир

Кăлкан çилхи пек кăмăла вылятнă?   ( В. Станьял)

 

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче çамрӑк ӑрӑва тӑван чӗлхе пуянлӑхӗпе, унӑн йӑли-йӗркипе паллаштарас, тӑван чӗлхене юратма,  хисеплеме  вӗрентес тӗллевпе  Вăрнарти пĕтĕмĕщле пĕлÿ паракан иккĕмĕш вăтам шкулта  чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен черетлĕ семинарĕ иртрĕ. Семинар ĕçне  Калинино шкулĕн тата Вăрнарти  пĕрремĕш шкулти  чăваш чĕлхеçисем пуçтарăнчĕç. Хăнасене капăр чăваш кĕписем тăхăннă вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем улах лартса пачĕç. Ěлĕк кĕрхи тата  хĕллехи вăрăм каçсенче  çамрăксем улах ларнă. Улаха хĕрсем йĕркеленĕ. Уйрăмах çамрăксем пĕччен ватă çын килĕнче е ашшĕ-амăшĕ  ăçта та пулин хăнана кайнă килте пуçтарăннă. Чи малтан хĕрсем пуçтарăннă, ал ĕç тунă, унтан  каччăсем çитнĕ, хĕрсене мăйăр, пĕремĕк çитернĕ. Çамрăксем  улахра шÿтленĕ, юрланă, ташланă, юмăç янă тата хăйсене валли мăшăр суйланă.

Шкул ачисем чăваш чĕлхи илемлĕхĕпе, çепĕçлĕхĕпе, асамлăхĕпе хăйсен  янăравлă юрри-ташшисемпе куракансене тыткăнларĕç. Семинар çав тери тухăçлă иртрĕ. Пухăннисен  кăмăлĕсем тулчĕç.