Чăваш чĕлхи эрни вĕçленчĕ.

Чăваш чĕлхи эрнине халалласа ака уйăхĕн 18 – мĕшĕнчен пуçласа 25 – мĕшĕччен Чăваш Республикипех тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.

Вăрнарти  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  2 – мĕш вăтам шкулта та чăваш чĕлхи эрни тухăçлă, хаваслă иртрĕ. Чи малтанах ачасем хăйсен пĕлĕвне, тавракурăмне «Камăн миллионер пулас килет?» вăйăра тĕрĕслерĕç. 9 – мĕш класра вĕренекенсем «Йăх вăрманĕ» историллĕ драма курчĕç. Вĕренекенсем хушшинче сăвă вулакансен тупăшăвĕ те иртрĕ. « Телей саманчĕ» концертра та ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Концертра чăваш юрри, сăвви, ташши янăрарĕ.

Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче чăваш чĕлхи эрнинче ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетсе хастар хутшăнакансене хисеп хучĕсем парса чысларĕç.