«Телей саманчĕ» концерт

Чăвашсен çак тарана упраннă паха мулĕ вăл-чĕлхе, юрă, тĕрĕ. Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ.

И. Я. Яковлев

И.Я.Яковлев сăмахĕсене ачасем тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Вăрнарти 2–мĕш шкулта «Телей саманчĕ» концерт иртрĕ. Концертра чăваш юрри, сăвви янăрарĕ. 

Галкина Лиза П.Хусанкай çырнă «Тăван çĕршыв» поэма сыпăкне вуласа пачĕ. Иванова Адрианна «Шурă кăвакарчăн» ташшипе куракансене савăнтарчĕ. Хĕр  ачасен ушкăнĕ «Чăваш ташшипе» тĕлĕнтерчĕ, çавăн пекех «Асамат  кĕперĕ» юрă та куракансене килĕшрĕ. Хăйсен сăввисене вулакансем те пулчĕç. Марков Станислав « Манăн йăмăк» сăввине вуласа пачĕ.

Уяв савăнăçлă иртрĕ. Пурне пысăк тав. Малашне те чăваш чĕлхине тăрăшса, юратса вĕренер.