«Чăваш чĕлхипе литератури пÿлĕмĕсене йĕркелесси» темăпа вебинар.

Ака уйăхĕн 22–мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Чăваш чĕлхипе литератури пÿлĕмĕсене йĕркелесси» темăпа вебинар ирттерчĕ. Унта Вăрнарти 2- мĕш шкулта  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те хутшăнчĕç. Вебинарта чăваш чĕлхи пÿлĕмĕсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Чăваш чĕлхипе литературин кабинечĕсене мĕнле йĕркелемеллине, ачасене чăваш чĕлхине  мĕнлерех  хавхалантарса вĕрентмеллине  палăртрĕç.