Ака уйâхêн 22-мêшêнче Вâрнарти пêтêмêшле вâтам пêлÿ паракан 2-мêш шкулта чâваш чêлхи вêрентекенê Христофорова Э.А. 3-6 класра вêренекенсем хушшинче сâвâçсен тупâшâвне ирттерчê. Ачасем чâваш поэчêсен êç çынни, çутçанталâк,выльâх-чêрлêх,кайâк-кêшêк çинчен çырнâ сâввисене тâрâшса, чун-чêререн хавхаланса вуларêç, итлесе ларакансене чâвашла илемлê вуласа тêлêнтерчêç. Çак тупâшâва çамрâк вулавçâсем тâрâшса хатêрленчêç, малти вырâна йышâнма êмêтленчêç.
Тупâшура вырâнсене вêренекенсем çакâн пек пайларêç:
1-мêш вырâн – Александрова Арина 3 «б» класс
Галкина Лиза 5 «в» класс
Краснова Надежда 6 «в» класс
2-мêш вырâн – Сергеева Екатерина 4 «а» класс
Матвеева Юля 5 «а» класс
Емельянова Наташа 5 «б» класс
Кудрова Екатерина 6 «в» класс
Быкова Мария 6 «в» класс
3-мêш вырâн - Иванова Даша 5 «а» класс
Волкова Анастасия 6 «б» класс
Âнâçу сунар вырâс шкулêнче вêренекен çамрâк сâвâçсене!