Эпир – телейлĕ пурнăç ачисем.

Вӑрнарти пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан иккӗмӗш вӑтам шкулти 9-мӗш класра вӗренекенсем  «Йӑх вӑрманӗ» историллӗ драма курчӗҫ. Режиссёрӗ тата сценари авторӗ – Нина Панина.  Пурӑннӑ чух пурте телей кӗтеҫҫӗ, анчах пӗтӗмпех пирӗнтен килмест. Ӑрӑва малалла аталантарма ӗмӗтленнӗ нумай ачаллӑ ҫемьере ламран-лама ар ҫынсем пӗтсе пыраҫҫӗ. Ĕмӗтленни пурнӑҫланмарӗ, йӑх вӑрманӗ кашламарӗ… Кам айӑплӑ-ши?

Вăрçă… Çав тери хăрушă пулăм вăл. Вăл çынсене макăртать, асаплантарать, пĕтерет, пĕтĕм тавралăха аркатать, çунтарать. Эпир вара телейлĕ пурнăç ачисем. Мирлĕ, ирĕклĕ, савăнăçлă пурнăçпа пурăнатпăр, çапах та иртнĕ вăрçă кунĕсем, çухатусем асран тухмаççĕ.