Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

Вăрнарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан иккĕмĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхине сума суса ирттерекен ĕç-хĕл пуçланчĕ. Чи малтанах ачасем  хăйсен пĕлĕвне, тавракурăмне  «Камăн миллионер пулас килет?» вăйăра  тĕрĕслерĕç. Кунта хутшăнакансем 8 А, 8 Б тата 8 В класра вĕренекенсем пулчĕç. Вăйăра ачасен çирĕп ăс-тăнĕ палăрчĕ. Анчах та ăслинчен ăслăраххи пур тени тÿрре тухрĕ. Пĕрремĕш вырăна 8 б класри Васильев Владимирпа Павлов Станислав тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшне вара 8 а тата 8 в класс вĕренекенĕсем пайларĕç.

Пурне те малашлăхра ăнăçусем сунатпăр!