Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ

   2016-мĕш çулхи ака уйăхĕн 18- мĕшĕнче Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ.  Эрнене «Тăван чĕлхем – пин-пин хĕлхем» литмонтажран пуçларăмăр. Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем  Чăваш чĕлхи кунĕн пĕлтерĕшĕ çинчен, И.Я.Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Вĕренекенсем чăвашсен паллă поэчĕсен тăван чĕлхе çинчен çырнă сăввисемпе паллашрĕç.

Çак эрне хушшинче  ачасемпе «Ĕç çыннин çулĕ» сăвă  вулакансен конкурсĕ,  «Телей саманчĕ» концерт, Чăваш диктанчĕ,  «Камăн миллионер пулас килет» ăс-тăна аталантаракан вăйă  ирттерме палăртнă. «Космос-55 çул» тата «Çĕр пин юрă çĕр-шывĕ»  кĕнекесен куравĕсем ĕçлĕç. 9-мĕш классем валли вара «Йăх вăрманĕ» спектакль.

 

 

Чăваш чĕлхипе литература эрнин планĕ:

№ п/п

Мероприятисем

Хутшăнакансем

Яваплисем

1

Чăваш чĕлхи эрнине уçни

9 классем

Ильина М.В.

2

«Ĕç çыннин çулталăкĕ» сăвă  вулакансен конкурсĕ

3-6 классем

Христофорова Э.А.

3

«Телей саманчĕ» концерт

5 классем

Дмитриева В.Т.

4

Чăваш диктанчĕ

7-9 классем

Христофорова Э.А.

 

5

«Космос-55 çул», «Çĕр пин юрă çĕр-шывĕ»  кĕнекесен куравĕсем

Владимирова Н.В.

6

«Камăн миллионер пулас килет» ăс-тăна аталантаракан вăйă

8 классем

Ефремова А.И.

7

«Йăх вăрманĕ» спектакль кăтартни

9 классем

Ильина М.В.

8

Чăваш чĕлхи эрнине вĕçлени

3-9 классы

Дмитриева В.Т.