«Туслăх хĕлхемĕ» наци культури фестивалĕ

2016 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш  Республикин вĕренÿ  институтĕнче  регионсен «Туслăх хĕлхемĕ» наци культури фестивалĕн юлашки тапхăрĕ  иртрĕ. Фестиваль программинче чăваш тата вырăс шкулĕнче  вĕренекенсем  валли чăваш  чĕлхипе тата культурипе  ирттерекен «Çăлтăрчăк» вăйă  конкурс  тата ÿнер  ăсталăхĕн «Шевле-2016» конкурсĕ пулчĕ.

Наци фестивалне хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿссех пырать: район тапхăрĕнче çĕнтернĕ  57 ача икĕ номинацире хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. «Шевле-2016» конкурсра  2-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ Ефимова Екатерина  вăй виçрĕ, ,ăна малашлăхра çитĕнÿсем сунатпăр (вĕрентекенĕ- Сергеева Л.Г.)

«Çăлтăрчăк» вăйă конкурса хутшăнакансем  пилĕк  станци витĕр  тухрĕç. Фестиваль вĕçĕнче ачасем хăйсен  пултарулăхĕпе  тупăшрĕç: юрă юрларĕç, ташă  ташларĕç, харпăр  хăй сăввисене  вуларĕç. Жюри  фестивалĕн  çĕнтерÿçисене палăртрĕ. Вĕренÿ институчĕн  ректорĕ С.М. Савин фестивале хутшăннă ачасене  тата вĕсен  вĕрентекенĕсене  тав сăмахĕ каларĕ.

Вырăс  программипе ĕçлекен шкулсенчен  Вăрнар поселăкĕн  2-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ Ермошкина Анастасия çак тупăшура призер пулса тăчĕ((вĕрентекенĕ- ХристофороваЭ.А.)

Настьăна чун-чĕререн саламлатпăр,  малашлăхра  ăнăçу сунатпăр.