Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

Пурнăç малаллах кайса пырать. Эпир те, чăвашсем,   халĕ тăван чĕлхепе диктант çырас ĕçе тăваттăмĕш хут хутшăнма пултаратпăр.  Чăваш  патшалăх  гуманитари  ăслăлăхĕсен институчĕ пĕлтернĕ тăрăх  вăл кăçал та иртмелле. Иртнĕ çулсенчи диктант тексчĕсене Юрий Сементер поэт, Марина Карягина тележурналист тата Леонид Маяксем писатель çырни тăрăх хатĕрленĕччĕ. Халлĕхе диктант текстне тупса палăртман-ха, анчах та конкурс пырать. Акци 2016 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче тĕрлĕ ял-хулара иртет. Ирттерме палăртнă ĕçĕн тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Диктант çырма кăмăллакансем акцине хутшăнма пултараççĕ.