Улаха чĕнчĕç.

Ачасене чăваш халăх историне, чăваш чĕлхине вĕрентес, хисеплес, вĕсен чунĕнче Тăван çĕршыва юратас,  паттăрлăх туйăмне аталантарас тесе тăрăшаççĕ районти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем. Ку тĕллеве пурнăçлама  тĕрлĕ мелсем шыраççĕ.

  Нумаях пулмасть  Вăрнарти 2-мĕш шкулта вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен ларăвĕ иртрĕ.Чи малтанах хăнасем Э.А.Христофорован, А.И.Ефремован, М.В.Ильинан уçă урокĕсенче пулчĕç. Вĕсен кашнин урокĕ хăйне май  интереслĕ, хаваслă, вĕрентŷллĕ иртрĕç. Ачасем чăваш чĕлхине пĕлни, юратса вĕренни сисĕнчĕ.

  Ларăва районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Е.Л.Карпова ертсе пычĕ. Вăл уроксем пысăк  шайра пулнине палăртрĕ.

  Уроксем пăхнипех вĕçленмерĕ  лару.  «Иртнĕ куна урхамахпа та хăвласа çитеймĕн»,-тет чăваш çынни. Ку, чăнах та, çапла ĕнтĕ. Вĕренекенсем пире иртнĕ кунсене аса илтерчĕç, «Улаха» чĕнчĕç. Кашни ача хăйĕн рольне театрти артист пек калăпларĕ. Улахра  вĕсем юрларĕç, ташларĕç, вăйăсем вылярĕç, юмăç ячĕç.