Уçă урок: «И. Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул»

Вăрнарти 2– мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ильина М.В. 7–в класра уçă урок ирттерчĕ. Урок теми: «И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул». Вĕрентекен класа И.Я.Яковлев çинчен çырнă кĕнекесемпе, фотоальбомсемпе, чăваш тĕрриллĕ ал шăллисемпе илемлетрĕ. Ачасем Иван Яковлевич çырнă калавсем тăрăх ÿкернĕ ÿкерчĕксен курăмне турĕç. Урок вăхăтĕнче вĕрентекенпе пĕрле ачасем те, хăнасем те Чĕмпĕр шкулне «экскурсие» çитсе килчĕç, тĕрлĕ сăвă вуларĕç, чăваш юрри те юрларĕç, компьютерпа слайдсем пăхса чăвашсене çутта кăлараканĕн пурнăçĕпе паллашрĕç.

Урок пĕтĕмĕшле уçăмлă иртрĕ, ачасен тавракурăмне анлăлатрĕ, И. Я. Яковлев çинчен аса илсе çĕре çити тав сăмахĕ каларĕç.