Библиотекари курав

Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  2-мĕш шкулта час-часах тĕрлĕ куравсем иртеççĕ. Акă чăваш чĕлхи  эрнинче шкулти библиотекара чăваш писателĕсемпе поэчĕсен ачасем валли сырнă кĕнекесен куравне йеркеленĕ. Кунта 1-6 – мĕш классенче вĕренекен ачасем кĕнекесемпе туслă пулнине палăртма питех те кăмăллă. Кĕнеке тĕнчи – библиотека. Унпа туслашасчĕ. Çулсем иртĕç, ĕмĕрсем, пурăнăç, халăх йăли-йĕрки улшăнĕ, анчах кĕнекерен хакли те, ăсли те пулаймĕ. Унра – этемлĕх аталанăвĕн историйĕ, кун-çулĕ. Çакна пурте асра тытасса шанас килет.