Чăваш чĕлхипе литература эрни пусланчĕ

2013-мĕш çулхи ака уйăхĕн 22 мĕшĕнче Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Вăл ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен тăсăлĕ.  Эрнене «Тăван чĕлхем – пин-пин хĕлхем» литмонтажран пуçларăмăр. Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем  Чăваш чĕлхи кунĕн пĕлтерĕшĕ çинчен, И.Я.Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Чăвашсен паллă поэчĕсен чĕлхе çинчен çырнă сăввисемпе паллаштарчĕç.

Эрне хушшинче  ÿкерчĕксен куравĕ, электронлă презентацисем, вăйă-конкурс ирттерме палăртнă.