«Чĕвĕлти Чĕкеç – 2013» конкурса пĕтĕмлетни

Ачаш та çепĕç - çке чĕлхи!

Инçе çĕрте ăна илтеттĕм:

Кĕсле янратнă хĕлĕх - и? – теттĕм.

Ачаш та çепĕç - çке чĕлхи! (П. Хусанкай).

Чăваш чĕлхин Пĕтем Раççейри вăйă конкурсĕ «Чĕвĕлти Чĕкеç – 2013» иртрĕ. Кирек камăн та хăйĕн тăван чĕлхине лайăх пĕлмелле. Хальхи ачасем ÿсен - тăран ячĕсене, ăру - тăванлăх сăмахĕсене, ваттисен сăмахĕсемпе фразиологизмсене пĕлсех каймаççĕ. Ыйтусене çавна кура йĕркеленĕ. Конкурсра çавăн пекех чăваш халăх историйĕпе тата культурипе çыхăннă ĕçсем те пур. Вĕсене ачасен тавракурăм аталанăвне тĕрĕслеме ятарласа кĕртнĕ. Чылай ыйтусене хуравлама логика шухăшлавĕпе тавçăрулăх кăна кирлĕ.

Кăçал пирĕн районтан 7 çĕнтерÿçĕ. Вĕсенчен пĕри - пирĕн Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ  паракан 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен 5-б класри Шашкаров Владислав. Унсăр пуçне тата тăватă ачан ячĕ пултарулисен шутне кĕчĕç: Сергеева  Ксения(3-б), Павлова Валентина (5-б), Сергеев Станислав (5-б), Волкова Инесса (7-в). Пурĕ шкулта 21 диплом. Ачасене вĕренÿре ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатпăр. Тепĕр çул та хаваспах хутшăнасса шанатпăр.