«И. Я. Яковлев – чăвашсене çутта кăлараканĕ» урок - презентаци

Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ  паракан 2-мĕш вăтам шкулта çулсеренех ака уйăхĕнче чăваш чĕлхипе литературин ик эрнелĕхне ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă.

Иван Яковлевича халалласа 9-б класра урок - презентаци иртрĕ. Ачасем И.Я.Яковлевăн пурнăçĕ, ĕçĕ - хĕлĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ тата И.Яковлев çемйи çинчен калаçу ирттерчĕç, презентаци курчĕç,  викторина ирттерчĕç. С. Сидюхин, А. Николаева, Д. Тихонов викторина ыйтăвĕсене тĕрĕс хуравланипе палăрчĕç. Юлашкинчен вĕсем И.Я.Яковлев çырнă  «Чăваш халăхне» халалĕпе паллашрĕç. Акă  пирĕн вĕрентекенĕн хăш-пĕр халалĕсем: «…Пĕр - пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çÿресрен, харкашасран аякра тăрăр…».

Ачасем Иван Яковлевичăн кашни сăмахне астуса юлма, пурнăçласа пыма сăмах пачĕç.