Кайăксем– пирĕн пĕчĕк туссем.

Пирĕн республикăра халĕ питех те сивĕ çанталăк тăрать. Хĕллехи сивĕре кайăксене апат тупма питĕ йывăр. Эпир вĕсене мĕнле пулăшма пултаратпăр-ши? Çак ыйту 5-мĕш б класра вĕренекенсене шухăша ячĕ. Ачасем сырăшсем туса  шкул умĕнче ÿсекен йывăçсем çине çакрĕç. Кашни кунах унта тулă, хĕвелçаврăнăш, çăкăр тĕпренчĕкĕ сапса паратпăр. Сырăшсем çинче вара кунĕпех хăнасем: çерçи, кăсăя, чана. Чакак та килсе тутанать пирĕн кучченеçе. Ку пире питех те савăнтарать. Эпир вара хамăр класри чÿречерен вĕсене сăнасах тăратпăр.

 Хĕл сиввинче кайăксем ан нушаланччăр тесен, вĕсене вăхăтра апат пама ан манăр, ачасем!