Чăваш чěлхи эрнине уçни

Ака уйăхěн 21-мěшěнче Вăрнарти иккěмěш шкулта «Ытарайми Чăваш Ен» презентации пăхнипе чăваш чěлхи эрни уçăлчě. Вăл ака уйăхěн 28-мěшěччен пырать. Çак тапхăрта шкул ачисем чăваш халăх кун-çулěпе, культурипе тěпленрех паллашěç, ыттисене хăйсен тěрлě пултарулăхěпе тěлěнтерěç.