Чаплā поэтāмāра асāнса

Ухсай Яккāвĕ  çуралнāранпа 100 çул çитнине Чāваш Ен кāна мар, пĕтĕм Рассей уявлать тесен те юрать пулĕ. çак уява палāртса Вāрнарти вāтам пĕлу паракан иккĕмĕш шкулта пĕр уйāха яхāн ĕнтĕ  тĕрлĕрен мероприятисемпе конкурссем иртеççĕ. Паян та акā чук уйāхĕн 26-мĕ  шĕнче 9в класра вĕренекенсем хāйсен пĕлĕвне викторинāра тĕрĕслерĕç. Ку викторинāра ачасене валли чāваш чĕлхипе, литературипе, Ухсай поэт биографийĕпе çыхāннā ыйтусем пулчĕç. Юлашкинчен  çак класрах вĕренекен Егоров Александр Ухсая халалласа çырнā хāйĕн сāввипе паллаштарчĕ.