Яков Гаврилович Ухсай çуралнăранпа кăçалхи чук уйăхĕн 26-мĕшĕнче 100 çул çитет. Çавăнпа та эпир те ку паллă юбилее палăртма шутларăмăр. Чăваш халăх писательне халалласа тăххăрмĕш классенче вĕренекенсем стена хаçачĕсем кăларчĕç. Тăххăрмĕш «Б» класс Я. Ухсайăн паллă ĕçĕсене, наградисене кăтартакан илемлĕ стена хаçачĕ ÿкерсе хатĕрлерĕ. Тăххăрмêш «В» класра вĕренекенсем хайсем калăпланă писатель ĕçĕ – хĕлĕ çинчен калакан пысăках мар сăввисене стена хаçачĕнче çырса кăтартрĕç. Тăххăрмĕш «А» класра вĕренекенсем çыравçă пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă викторина йĕркелерĕç. Ыйтусем çине хуравлакансем- тăххăрмĕшсемпе саккăрмĕшсем пулчĕç.
Саккăрмĕш классем хушшинче, чăваш поэтне, писательне, драматургне халалласа ирттернĕ сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ.Чи малтанах ачасем поэт пултарулăхĕпе паллашрĕç. Унăн «Кĕлпук мучи» (Дед Кельбук), «Ача чухнехи çăлтăр» (Звезда моего детства), «Хура тăпра» (Чернозем), «Салтак поэмисем» (Солдатские поэмы) уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине каласа хăварчĕç. Хыççăн Яков Ухсайăн сăввисене вулама пикенчĕç.
Çиччĕмĕш «В» класра «Чăваш çĕрĕн аслă поэчĕ – Я.Г. Ухсай» темăпа мероприяти иртрĕ.Слайдсем пăхса ачасем поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхĕпе паллашрĕç, унăн сăввисене тимлĕ вуларĕç. Юлашкинчен викторина ирттерчĕç.