Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм чăваш халăхĕ тăван чĕлхе кунне уявлать. Вăрнарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 2-мĕш шкулта та пысăк уяв иртрĕ. 4-мĕш « г» класра вĕренекенсем 1-мĕшпе 3-мĕш классем патĕнче хăнара пулчĕ. Пĕчĕк артистсем куракансене «Çичĕ Пÿрнескепе Хĕвелпи» юмахпа савăнтарчĕ. Юмах пурне те килĕшрĕ. Юмах вĕçленсен ачасем хăйсем валли пĕтĕмлетÿ турĕ: пĕр-пĕринпе яланах туслă пурăнмалла, пĕр-пĕрне хисеплемелле, пулăшмалла. Вĕсем ырă усала çĕнтерессине ăнланчĕç.