Вăрнарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 2 – мĕш шкулта , 6 – мĕш класра вĕренекенсем хушшинче, вăрçă темипе çыхăннă ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса ачасем хаваспах хутшăнчĕ. Конкурса хутшăннă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн: 1-мĕш вырăна - Григорьева Людмила (6 –мĕш «а» класс), 2 - мĕш вырăна-Пронюхин Дмитрий (6 –мĕш «в» класс), 3 - мĕш вырăна-Дмитриева Анастасия(6 - мĕш «а» класс) тивĕçрĕç. Маттур ачасем!