Кăçал Яков Гаврилович Ухсай çуралнăранпа 100 çул тултарнă май, 7-мĕш классем хушшинче, чăваш поэтне, писательне, драматургне халалласа ирттернĕ сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ.Чи малтанах ачасем поэт пултарулăхĕпе паллашрĕç. Унăн «Кĕлпук мучи» (Дед Кельбук), «Ача чухнехи çăлтăр» (Звезда моего детства), «Хура тăпра» (Чернозем), «Салтак поэмисем» (Солдатские поэмы) уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине каласа хăварчĕç. Хыççăн Яков Ухсайăн сăввисене вулама пикенчĕç. Пĕтĕмĕшле конкурс пĕтемлетĕвĕ:
1 вырăн – Антонова Кристина
2 вырăн – Ягушова Мария
3 вырăна – Трофимов Дениспа Васильева Алёна пайларĕç.
Пирĕн вĕренекенсем пултаруллă пулнишĕн чунтан савăнатпăр!