Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Вăрнарти 2-мĕш пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Христофорова Э. А.. хăйĕн вĕренекенĕсемпе «Тĕнче уçлăхĕ» ятпа литература вулавĕ ирттерчĕ.
Вулавăн тĕллевĕ: ачасен тĕнче курăмне аталантарасси, тăван çĕршывăн мухтавлă çыннисемпе паллашса ыркăмăллăх туйăмне çирĕплетесси, чăваш халăхĕн хисеплĕ ывăлĕпе паллашасси.
9 «В» класра вĕренекенсем компьютерпа слайдсем кăтартса Ю. А. Гагарин тата А.Г. Николаев космонавтсем çинчен кĕçĕн класри ачасене каласа пачĕç, çынсем тахçанах тĕнче уçлăхне тĕпчесшĕн пулнă, çăлтăрсенчен çÿлерех вĕçсе кайма ĕмĕтленнĕ, тĕнче уçлăхĕ вĕсене хăй патне илĕртнĕ. Çак ыйтусене тĕпчеме тĕнче уçлăхне тăван çĕршывăн мухтавлă ывăлĕсем вĕçни çинчен каласа пачĕç.
Ачасене литература вулавĕ кăмăла кайрĕ, пĕлменнине пĕлчĕç, хăйсен шухăшĕсене каларĕç, пĕтĕмлетÿсем турĕç, чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕпе чăннипех те мухтанма тивĕçлине ăнланчĕç.