Вăрнарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта тăваттăмĕш «б» класра вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем шкул ачисене «Чее тилĕ» чăваш халăх юмахĕ тăрăх лартнă инсценировка кăтартрĕç.Пĕчĕк артистсем чăваш чĕлхине чăннипех те юратни курăнчĕ. Вылякансем те, куракансем питĕ кăмăллă юлчĕç.