Яков Гаврилович Ухсай çуралнãранпа кãçалхи чук уйãхêн 26-мêшêнче 100 çул çитет.

Яков Гаврилович Ухсай çуралнãранпа кãçалхи чук уйãхêн 26-мêшêнче 100 çул çитет. Çавãнпа та эпир ку паллã юбилее палãртма халерех пуçлама  шут тытрãмãр. Чãваш халãх писательне халалласа 8 – мêш класра вêренекенсем стена хаçачêсем кãларчêç. Саккãрмêш Г класс  Я. Ухсайãн паллã êçêсене, наградисене кãтартакан илемлê хаçат ÿкерсе кãларчê. Саккãрмêш В класс хамãр вêренекенсем  писатель êçê – хêлê çинчен калãпланã пысãках мар сãввисене пухса хаçат турêç. 8 б класра вêренекенсем çыравçã пурнãçêпе, êçê-хêлêпе çыхãннã викторина йêркелесе çакрêç. Ыйтãвêсене хуравлакансем тãххãрмêшсемпе саккãрмêшсем пулчêç. Чи маттуррисем вара çаксем палãрчêç: 1 вырãн – Керзакова Валерия  (8г класс); 2 вырãн – Михайлова Александра (8б класс); 3 вырãн – Иванова Алина (9г класс).