Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Вăрнарти 2-мĕш пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти 6 «В» класра Христофорова Э. А. «Панулми кукли. Асанне калавĕ» уçă урок ирттерчĕ.
Урок тĕллевĕ: ачасен пуплевне, куçару хăнăхĕвĕсене аталантарасси, чăваш йăли – йĕркисене сыхласа хăварасси, панулми сорчĕсене астуса юласси.
Урокра вĕрентекен чăваш чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе, вăл пире пĕр-пĕринпе хутшăнма, пĕлÿ пухма кирлине, тăван чĕлхене лайăх пĕлни ытти чĕлхесене вĕреннĕ чух та пысăк пулăшу панине ăнлантарчĕ, панулми сорчĕсем çинчен каласа пачĕ. Чăваш халăхĕн авлхи йăли-йĕрки çинчен «пĕчĕк асанне» класа кĕрсе каласа пачĕ, «Панулми кукли» калава вуланă хыççăн ачасене панулми куклипе сăйларĕ.
Урок вĕçĕнче ачасем хăйсем валли пĕтĕмлетÿ турĕç: чĕлхе – хутшăну хатĕрĕ. Вăл тĕрлĕ шухăша, кăмăл-туйăма палăртма пулăшать, авалхи чăваш йăли-йĕркисене сыхласа хăварма хистет, ăрусен ăс пурлăхне упраса хăварма пулăшать.